Пĕрле пухăнса канашларĕç

Канаш хула администрацийĕн пысăк залĕнче чăваш чĕлхипе литератури, кĕвĕ, физкультура урокĕсене вĕрентекенсем, культурăпа спорт организацийĕсен, музей ĕçченĕсем, пичет работникĕсем пухăнчĕç.
Унта çитĕнсе пыракан ăрăвăн патриотизм, тăван çĕр-шывпа республикăна юратас туйăмĕсене аталантарасси пирки калаçу пуçарчĕç.
Тĕл пулăва Чăваш Наци Конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов, И.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн преподавателĕ, педагогика наукисен кандидачĕ Константин Портнов, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Лукьянов, Канаш район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Григорий Петров хутшăнчĕç, сăмах тухса каларĕç. Залрисем ура çине тăрса “Алран кайми аки-сухи” ятлă юрра шăрантарчĕç. Канаш, Тăвай, Куславкка, Вăрнар районĕсен тата Канаш хулин представителĕсем пурнăç малашлăхĕ, чăвашлăх пирки те калаçрĕç. Вĕрентекенсем чылай ыйту пачĕç Шупашкартан килнисене.
Пухăннисем В.В.Путинăн «Раççей: наци ыйтăвĕ» статйи пирки те тĕплĕн калаçнă. Çавăн пекех вĕсем пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртекен Раççей Президенчĕн суйлавне чăваш халăхне кар тăрса тухма, çĕр-шыв, республика пуласлăхĕшĕн уçăмлăн сасăлама чĕнсе каланă.
А.КРАСНОВА.