Çăкăр заводĕнче пултăмăр

Иртнĕ эрнере эпир, Тăвайри вăтам шкулта 4 “б” класра вĕренекенсем, çăкăр заводне кайса куртăмăр. Унта пире коллектив ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Татьяна Витальевна Обаськина хапăл туса кĕтсе илчĕ. Нумайăшĕ пирĕнтен çăкăр заводĕнче пуçласа пулса курчĕ. Чуста çăракан агрегата, чуста яракан савăтсене, çăкăр тата тĕрлĕ кондитер çимĕçĕ пĕçерекен кăмакасене эпир хамăр куçпа куртăмăр. Татьяна Витальевна ытти цехсене кĕртсе кăтартрĕ. Кашнинчех пире лайăх кăмăлпа кĕтсе илчĕç, пылак çимĕçпе хăналарĕç.

Эпир савăнтăмăр. Çăкăр çулĕ вăрăм пулнине лайăх туйса илтĕмĕр. Пирĕнтен кашниех çăкăра тата ытларах хаклама тĕллев тытĕ çакăн хыççăн. Кăсăклă экскурсие пире Людмила Григорьевна Ильина учительница илсе кайрĕ.

А.ЛИСОВА, 4 “б” класра вĕренекен.

Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри вăтам шкулти 4 “б” класра вĕренекенсем экскурси хыççăн.