Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пыракан, обществăлла пурнăçра активлăх кăтартакан çамрăксемпе студентсене çулсерен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине парса хавхалантараççĕ. 2003 çултанпа пирĕн районти 60 хĕрпе каччă çак сума тивĕçлĕ пулнă.
Иртнĕ çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн 2012 çулта кашни уйăхра 1830 тенкĕ стипенди илĕç малта пыракан çамрăксем.
Республикăри каччăсемпе хĕрсен вăрăм списокĕнче Тăвай районĕнчисем те пур:
Оксана Геннадиевна Александрова – “Тăвайри сĕт-çу завочĕ” обществăн лаборанчĕ;
Алексей Анатольевич Александров, Любовь Анатольевна Майраслова, Даниил Иванович Степанов, Андрей Владиславович Турханов – Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем,
Мария Леонидовна Кириллова, Анастасия Николаевна Марьина, Людмила Анатольевна Петрова, Юлия Александровна Чернова – Тăвайри ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра çÿрекенсем;
Марина Николаевна Матросова – Тăрмăшри культура çурчĕн директорĕ;
Елена Валерьевна Павлова – Тăвай территорийĕнчи суйлав комисси çумĕнчи çамрăксен суйлав комиссийĕн членĕ;
Светлана Анатольевна Петрова – “Акконд-агро фирма” обществăра пăру пăхакан;
Кристина Александровна Федотова – Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекен.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçлĕ пулнисене ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр.
Г.ЕГОРОВА.