Я.Г.Ухсай -самана юрăçи

    

«Самана юрăçи» тесе калама пулать Чăваш халăх поэчĕ Я.Г.Ухсай çинчен. Ухсай Яккăвĕ – чăваш поэзийĕнче сумлăран та сумлă ятсенчен пĕри. Тăван çĕрĕн, тăван çут çанталăкăн, тăван халăхăн ĕмĕрсем тăршшĕ пуянланса та çирĕпленсе пынă ăс-хакăлне, кăмăл-туйăмне, йăли-йĕркине поэтăмăр питех те курăмлă ÿкерсе кăтартнă. Ухсайăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе еткерĕ чăваш литературин ахах-мерченĕ пек. Вăл пирĕншĕн те, çитес ăрусемшĕн те çутă тĕслĕх пулса тăрать.

Чÿк уйăхĕн 21-26-мĕшĕсенче Тăвайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш халăх поэчĕ Я. Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа чăваш литература эрни иртрĕ. Çак эрнене вĕренекенсем пурте хастар хутшăнчĕç. Республикăри «Чăваш кĕсли» ятлă Интернет-олимпиадăри  кăткăс  ыйтусене  те хуравлама тăрăшрĕç.  11-мĕш классем «Хаклă парне» вăйăра  поэт пурнăçĕпе пултарулăхне лайăх пĕлнине кăтартрĕç. 6-мĕшсем «Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ» ятпа стена хаçачĕ кăларчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх,  литература эрнинче те «Тимеш» хаçатăн  черетлĕ чăвашла кăларăмне  Ухсай Яккăвне халалларĕç. Сăвă вулакансен конкурсĕнче ачасем хăйсем шăрçаланă сăввисене шăрантарчĕç. Конкурсра 8А класра вĕренекенсем – В.Васильев, С.Егоров, О.Иванова, В.Павлов тата С. Сергеева(6Вкл) чи пултаруллисем пулчĕç. П.П.Федорова шкул библиотекарĕ ачасене  Я.Ухсай кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Поэт сăввисене  5-6 класс ачисем чуна тыткăнламалла калама пултарчĕç. Литература викторининче  те вăтам класра  вĕренекенсем  поэт пултарулăхĕпе интересленни курăнчĕ. Эрне ачасемшĕн усăллă иртрĕ.

 

    Фоторепортаж