Кадеты Янтиковской школы в Курске

Тăвай вăтам шкулĕнчи кадет класĕн команди (ертÿçи Михаил Алексеев) Курскра иртнĕ слетне хутшăннă. Унта 20 регионти 25 команда пуçтарăннă.

Слета килнисем 1941 çулта Курска хÿтĕлесе пуç хунă паттăрсене халалланă паллăна уçма хутшăннă. Вырăнти патшалăх университетĕнче хальхи çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе канашлу иртнĕ. Ачасем экскурсисенче пулнă, кăсăклă çынсемпе курнăçнă.

Çамрăк патриотсем спорт ăмăртăвĕсенче те вăй виçнĕ. Командăсенчен Тăвайсем „Çулăм хатĕрлевĕ” номинацире мала тухнă. Пневматика пăăшалĕнчен перессипе Инесса Михайлова пĕрремĕш вырăн йышăннă. Калашников автоматне сÿтсе пухассипе тата хатĕрлессипе Андрей Турханов иккĕмĕшпе виççĕмĕш кăтартусемпе савăнтарнă. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕпе ентешсен команди тăваттăмĕш пулнă.

(Хыпар, 15 ноябрь, № 219 (25874)