Ака уйăхĕн 27 – мĕшĕнче шкулти «Шевле» фольклор ушкăнĕ «Асанне арчи» сценарипе 5-7 классене 7 в класра вĕренекенсем паллаштарчăç. Чăвашсен ырă йăли – йĕркине çирĕп тытса пырас тĕллеве пурнăçларĕç. Ачасем çак уявра нумай çĕнни пĕлчĕç. Ĕлĕкхи чăваш тумĕсемпе паллашрĕç, сăпайлă пулмалли çинчен вĕренчĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни çулах Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Тимеш» хаçатăн черетлĕ номерне чăвашла кăларатпăр. Хаçат презентацийĕ ака уйăхĕн 28 – мĕшĕнче иртрĕ. Хаçатра ачасен шкулти ĕçĕ – хĕлĕпе тата пултарулăхĕпе паллашма пулать.