2011 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Президенчĕ Михаил Васильевич Игнатьев çамрăксене кашни çул паракан «Пултарулăх ăнтăлăвĕ» ятлă стипенди
çинчен калакан хутсем çине алă пуснă. Пине яхăн çамрăк хĕрсемпе йĕкĕтсем, вĕренÿре, ĕçре, наукăра тата ытти çĕрте пысăк çитĕнÿ кăтартнăскерсем, çулталăка яхăн Чăваш Президенчĕ ячĕпе стипенди илсе тăрĕç. Çак хастар та пултаруллă çамрăксем хушшинче Тăвай шкулĕнче 11 Б класра вĕренекен Афонина Надьăпа Павлов Павел та пур.
- Çакăн пек пысăк чыс курас тесен çамрăксен мĕнле çитĕнÿсем пулмалла-ши?- текен ыйту кăсăклантарчĕ пире.
Павел:
- Пĕрремĕш класран пуçласах эпĕ яланах «5» паллăпа анчах вĕренме тăрăшатăп. Тĕрлĕ конкурсра, олимпиадăра хутшăнатăп. Юлашки çулсенче ОБЖ предмечĕпе кăсăкланатăп. Çак предметпа республикăра çĕнтерÿçĕ пулма пултартăм.
Надя:
-Эпĕ вара юлашки çулсенче биологи предметне анлăрах та тĕплĕнрех вĕренме тытăнтăм. Пире питĕ ăслă та пысăк тавра курăмлă Михайлова А.П. вĕрентет. Вăл ертсе пынипе эпĕ кашни çул республикăра çĕнтерÿçĕ ятне илетĕп. Тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче те хутшăнса тивĕçлĕ вырăнсем йышăнатăп.
- Çакăн пек çÿллĕ шая çитме йывăр пулни çинчен каласа парăр-ха?
Павел:
-Ĕçе юратни, вĕренÿре типтерлĕ пулни мана пысăк çитĕнÿсем патне илсе çитерчĕç. Çакăншăн вĕрентекенсене те тав сăмахĕ калас килет.
Надя:
-Йывăр пулмасăр. Ĕç - пурнăç тыткăчи. Çавăнпа та пур ĕçе те тĕплĕ тумалла.
-Малашлăхра мĕнле ĕмĕтсем сирĕн?
Павел:
-Татах та çÿлелле çĕкленесчĕ, пĕр-пĕр чаплă аслă шкула вĕренме кĕресчĕ.
Надя:
-Хам кăмăлланă çĕре вĕренме каясшăн. Малалла та çакăн пек тулăх пурнăçпа пурăнасчĕ.
-Çамрăксенчен чылайăшĕ сирĕн вырăнта пуласшăн, хăйсен черетне кĕтеççĕ. Эсир вĕсене мĕнле сĕнÿ панă пулăттăр?
Павел:
-Пуçăрсене ан усăр. Тата тăрăшарах вĕренĕр. Паян ăнăçмарĕ пулсан- ыран ăнăçатех.
Надя:
-Пурнăçра çăмăллăн нимĕн те пулмасть. Нумай ĕçлемелле, тăрăшса вĕренмелле.
Эпир вара маттур ачасемпе сывпуллашатпăр. Кĕçех вĕсем тăван шкултан кайĕç. Эпир вĕсене экзаменсене ăнăçлă тытма сывлăх сунатпăр, ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçлансах пыччăр. Чăваш Ен ятне Тăвай каччисемпе хĕрĕсем çÿлелле çĕклеччĕр.
Е.Борисова, учитель русского языка и литературы МОУ «Янтиковская СОШ»