Эпир çынна ырă тума çуралнă, "Сельский труженик", 15.03.2011

Шкул ачисем хушшинчи волонтерсен юхăмĕ ачасемпе çамрăксене пĕр çĕре пĕтĕçтермелли, вĕсен хастарлăхне ÿстермелли, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртмелли витĕмлĕ формăсенчен пĕри пулса тăрать. Юлашки çулсенче обществăри социаллă ыйтусем çивĕчленни те çамрăксен юхăмĕн пĕлтерĕшне ÿстерет. Пирĕн юхăм обществăна хирĕçле пулăмсене – наркомание, табак туртнине, ĕçкĕпе иртĕхнине, усал сăмахсемпе калаçнине, çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвассине, тăван тавралăха вараланине, унăн пуянлăхĕсене пĕтернине сивлет. Эпир ырă ĕçсемпе палăрасшăн. Сăмахран, çуллен “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыркăмăллăх акцие хутшăнатпăр. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ тантăшсене, ырă çынсене пулăшассине хамăр тивĕç вырăнне хуратпăр. Акă “Советская Чувашия” хаçатри (2011 çулхи январĕн 29-мĕшĕ) “Шанс на жизнь для Игоря” статья пире хытă хумхантарчĕ. Улатăрта пурăнакан Игорь Живаев вĕренекенĕн пуç миминче врачсем шыçă тупса палăртнă. Ăна урăх çĕр-шывра операци туса сыватма пултараççĕ, анчах çавна валли укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕсем те çавăн пек пысăк сумма тупайрас çук. Эпир, волонтерсем, кашни мĕн чухлĕ те пулин укçа куçарса ачана пулăшма шутларăмăр. Игорĕн амăшĕ Светлана Леонидовна пире пулăшушăн тав турĕ. Эпĕ пур вĕренекене те, ашшĕ-амăшне инкеке лекнĕ чирлĕ ача пурнăçне çăлса хăварас ĕçе вăраха ямасăр хутшăнма ыйтатăп. Живаевсен адресĕ: Улатăр хули, Энгельс урамĕ, 67-мĕш çурт. Укçана çак счетпа куçармалла: 40817810275070109854, Улатăрти банк уйрăмĕн номерĕ 5836/076. Тăвай тăрăхĕнче пурăнакансем йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ ачан пурнăçне çăлса хăварма хутшăнасса шанатăп.
Волонтерсем ытти çивĕч ыйтусене татса парассинчен те айккинче юлмаççĕ. Вĕсем сывлăха упрас, ватăсемпе инвалидсене социаллă пулăшу парас, тăван тавралăха илем кÿрес тата ытти ыйтусене татса пама хутшăнаççĕ, тренингсемпе копингсем йĕркелеççĕ. Эпир туслăха хаклатпăр, çынна ырă туса савăнăç кÿме тăрăшатпăр, Тăван çĕр-шыва, тăван халăха юратма, унăн культурине хисеплеме вĕренетпĕр.

Светлана СЕЛИВАНОВА, Тăвай шкулĕнчи волонтерсен командин командирĕ.